Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%.
Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах).
Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%.
Самар хулинчи культурӑпа социаллӑ хутшӑнусен центрӗ чӑваш халӑхӗ тта ытти наци пирки видеофильм ӳкерме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш тата Комсомольски районӗсенче пулнӑ.
Самар журналисчӗсем ҫак проекта Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре кӑна мар пулӗҫ, Мари, Пушкӑрт, Удмурт, Мӑкшӑ, Тутарстан республикисене, Киров, Чулхула, Ӗренпур, Пенза, Самар, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсене тата Пермь тӑрӑхне ҫитме палӑртнӑ. Пирӗн патра вара виҫӗ кун пулнӑ.
Культура еткерлӗхӗ пирки видеофильм ӳкерекенсем халӑх хӑйнеевӗрлӗхне упракансемпе, халӑх пултарулӑхне аталантаракансемпе тӗл пулаҫҫӗ. Самар журналисчӗсем юмах-халапри сӑнарсене касса кӑларакан Алевинӑпа Евгений Ларинсемпе, Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти «Сӑр Ен» ансамбльпе тата ыттисемпе курнӑҫнӑ.
Журналистсен культура еткерлӗхне упрама пулӑшакан энциклопедире пӗтӗмпе ведофильм пулмалла. Ҫав шутра – чӑваш халӑхӗ пирки те.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Етӗрне – Николаевски – Ҫӗнӗ Атикасси» автоҫулӑн 6-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ: «Тайота» автомобиль «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Хытӑ ҫапӑннипе «Лада» ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Тайота» рулӗ умӗнче Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урах пулнӑ. Кӑҫал вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн 8 штраф тӳленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Грантӑра» пулнӑ 18 ҫулти пассажир йывӑр аманнӑ. Вӑл халӗ те пульницӑра выртать, тӑна кӗмен.
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.
Етӗрне районӗнчи Саруй ялӗ ҫывӑхӗнче, Сӑр хӗрринче, 10-14 ҫулсенчи 35 ача валли «Такуан» уйлӑх ӗҫлет. Тӗрӗсрех каласан, ӗҫленӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чарса лартнӑ. Кун пирки прокуратура пӗлетерет.
Ведомство полиципе перле тӗрӗслев ирттернӗ. Уйра икӗ палатка вырнаҫтарнӑ: пӗринче апатланнӑ, тепринче ҫывӑрнӑ. Ачасемпе пӗрле икӗ тренер пулнӑ, медицина ӗҫченӗ курӑнман. Унти ӗҫченсем гигиена енчен ятарлӑ вӗренӳ тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман.
Ачасене йӗркепе килӗшӳллӗн апатлантарман, апат-ҫимӗҫӗн ятарлӑ документсем пулман. Уйлӑх ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн тата ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. «Ӑнӑҫу чӗлхи») шкулӗн уйлӑхӗ «Сурские зори» (чӑв. «Сӑр шуҫӑмӗ») кану базинче иртрӗ. Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсене пӗрле пухасси, вӗсене тӑван халӑх культурипе, кун-ҫулӗпе паллаштарасси.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗрентеҫҫӗ: шкул ҫулне ҫитмен ачасем, шкул ҫулне ҫитнисем тата аслӑ ӳсӗмрисем. Кашни ушкӑнӑн хӑйӗн уйрӑм программа.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхи вӗренӗвӗсемсӗр пуҫне тавракурӑма аталантарма тӗрлӗ-тӗрлӗ лекци иртрӗ. Сӑмахран, Айрат Тухватуллин, Хусан университечӗн доценчӗ, Тутар Республикин ӑслӑлӑх академийӗн истори институчӗн аслӑ ӗҫченӗ «Хусан ханлӑхӗн кун-ҫулӗ» ятлӑ темӑпа калаҫрӗ, Алпарух Пӗлӗм (Александр Блинов) чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ «Кала-ха 4» вӗренӳ пособийӗпе, Мария Савельева, журналист, литература критикӗ, Дина Гавриловӑн пултарулӑхӗнчи хӗрарӑм прозипе паллаштарчӗҫ. Ют ҫӗршыв хӑни Жан-Марк Леклер (ЙоМо) юрӑҫӑ, эсперантист, окситан чӗлхин хастарҫи окситан чӗлхи ҫинчен, Никита Кузнецов, хинди институчӗн дипломанчӗ акӑлчан тата китай чӗлхисен вӗрентекенӗ, тӗлӗнмелле хинди тата адыгея чӗлхисем, вӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен тӗплӗн те кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши тата Куҫма Турхан ячӗллӗ премисен лауреачӗ Аристарх Дмитриев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл — сӑвӑҫ, прозаик, тӑлмач.
Аристарх Дмитриев Етӗрне районӗнчи Улӑх Шӑмат ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче иртнӗ. Мускаври М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. Хӗсмет хыҫҫӑн пичет ӗҫне кӳлӗннӗ. «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия» хаҫатсенче, «Ялав» журналта, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
А. Дмитриевӑн пӗрремӗш сӑвви «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра 1956 ҫулта пичетленнӗ, «Савнисем» поэми 1959 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ. Сӑвӑ ярӑмӗсем хаҫат-журналта, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» кӗнекесенче тухнӑ.
Поэт Ҫеҫпӗл Мишшин, Ухсай Яккӑвӗн, Юрий Сементерӗн, Николай Исмуковӑн, Валери Туркайӑн сӑвви-поэмине, чӑваш халӑхӗн «Улӑп» эпосне вырӑсла куҫарнӑ.
Кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ 11 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӳрех палӑртмалла: Чӑваш Енре ҫынна ҫӗлен тапӑннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ара, шӑпах ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт – ҫынсем ӑна пуҫтарма вӑрмана, уй-хире, ҫырма-ҫатрана каяҫҫӗ. Шел те, наркӑмашлӑскер сӑхни яланах лайӑхпа вӗҫленмест.
Юлашки икӗ эрнере темиҫе ҫын пульницӑна тухтӑрсем патне пынӑ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ҫын мунча валли милӗк хуҫма вӑрмана кайнӑ. Пӗр хурӑн патӗнче ӑна хура ҫӗлен тапӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм ҫул хӗрринче ҫӗлен курнӑ. Шупашкарта «Акконд» лавккана хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен килни пирки те хыпарланӑччӗ.
Ытларах чухне ҫӗлен сӑхнӑ хыҫҫӑн пульницӑна Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Пӑрачкав районӗсенчи ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫак чӗрчун нӳрӗке юратать: вӗсем шыв хӗрринче нумай.
Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче «Питрав пуххи» (вырӑсла Петровские гуляния) иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулчӗ вӑл. Регионсен хушшинчи чӑваш культурин уявне Чӑваш Республикинчи хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.
Лысая гора ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Вырӑссемпе пӗрле. Воротонец районӗнчи тепӗр виҫӗ ялта та пур чӑвашсем.
Сӑрпа Атӑл пӗрлешнӗ вырӑнти ял чӑвашӗсем хӑйсен йӑлине, авалхи культурине упраҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен фольклор ансамблӗсем ҫитрӗҫ. Ҫӗмӗрлепе Етӗрне районӗсенчен пулчӗҫ вӗсем. Шупашкартан хӑнасем килчӗҫ. Юрӑҫсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем. Ара Мишши, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Василий Захаров, Лидия Филиппова ҫитнӗ. Шупашкарти Роза Степанова чӑваш юрӑҫи юрларӗ.
Фестивальте тӗрлӗ курав ӗҫлерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |